Виçĕ хутлă шкул - кам валли?
XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче çамрăксем ялсенчен хуланалла талпăнни çуралса ÿснĕ хутлăхĕсенчех юлнисемшĕн çивĕч ыйтăва çаврăнчĕ. Чылай ялта ача сахал çуралнипе, çамрăксен йышĕ сахалланнипе социаллă учрежденисем — садиксемпе шкулсем, культура çурчĕсемпе библиотекăсем — иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенчи пек кĕрлесе тăмаççĕ халĕ.
Редакцие çыру килчĕ. Канаш районĕнчи Вăтакас Татмăш ялĕнчен шкул ÿсĕмĕнчи ачасен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Валентина Егорова çырнă ăна. Хăйĕн çинчен: «5 ача амăшĕ, 6 ача кукамăшĕ», — тесе пĕлтернĕ ял шăпишĕн пăшăрханакан хĕрарăм. Унăн тата ыттисен чĕрине мĕнле ыйту ыраттарнине уçăмлатма çыру сыпăкне илсе кăтартсан аванрах-тăр: «Вăтакас Татмăшра виçĕ хутлă чаплă шкул ларать. Анчах пирĕн ялти хăш-пĕр амăшĕ ачисене юнашарти Янкăлч шкулне вĕренме ярать. Ачасене илме Янкăлчран автобус килет. Хамăр таврара пысăк та ăшă, çутă шкул пур чухне мĕншĕн ют шкула ямалла? /.../ Кăçал çак ыйтăва ялти пухура хускатсан пире район пуçлăхĕсем çакăн пек ăнлантарчĕç: «Кÿршĕллĕ Янкăлч шкулĕнче вĕрентекенсем лайăх ĕçлеççĕ, çавăнпа автобус çÿреме ниепле те чараймастпăр». Виçĕм çул вуннăмĕш класа уçтармарĕç, çавна май икĕ хĕрачана халĕ те Катеке шкул автобусĕ илсе çўрет. Пĕр тăрăха /унта шкул ахаль те пур-çке! — Авт./ икĕ шкул автобусĕ чуптарни саккунпа килĕшÿллĕн вырăнлă-ши? Шутласан, мĕн чухлĕ укçа сая каять»... Малалла вулас...