Комментировать

21 Апр, 2017

Февральти революци - Чăваш Енре

1917 çулта Раççейĕн политика тытăмĕнче, экономикăра, социаллă пурнăçра пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Петербургра хăйĕн еккипе пуçланнă революци ахрăмĕ çĕршывăн мĕн пур кĕтесне, çав шутра Чăваш хутлăхне те часах çитнĕ. Пирĕн пата вăл мĕнле çĕнĕлĕх илсе килни çинчен «Хыпарта» пуçланă калаçăва истори ăслăлăхĕсен кандидачĕпе, Чăваш патшалăх истори архивĕн директорĕпе Галина Васильевна Ертмаковăпа малалла тăсатпăр.

Жандармерие пĕтернĕ

— Чăвашсем нарăсри революцие мĕнле йышăннă?

— Вăл Петербургра кĕрлесе иртнĕ хыççăн пирĕн уессене телеграммăсем ярса патша влаçне тронран сирпĕтсе антарни, патшалăхăн çĕнĕ органĕсене йĕркелесси çинчен пĕлтернĕ. Хуласенчи ирĕклĕ шухăш-кăмăллă интеллигенцин, рабочисемпе салтаксен, тӳре-шарапа предпринимательсен пĕр пайĕ çав хыпара хавхаланса йышăннă тата революционерсене ырланă. Чиновниксемпе учрежденисен служащийĕсем Вăхăтлăх правительствăна пăхăнса ĕçлеме тупа туса шантарнă. Вĕсем алă пуснă документсем пирĕн архивра, Вăхăтлăх правительствăн уессенчи комиссарĕсен фондĕнче, упранаççĕ. «Вырăс историйĕнчи ертсе пымалли çӳлти тытăмри пысăк пĕлтерĕшлĕ переворотпа» çыхăннă ыйтăва Шупашкар хулин Думин икĕ ларăвĕнче 1917 çулхи пушăн 3 тата 5-мĕшĕсенче сӳтсе явнă. Савăнăçлă уяв тата демонстраци Етĕрне, Çĕрпӳ, Улатăр хулисенче иртнĕ.

— Чăваш Енре пурăнакансем пăлхавçăсене пурте ырланă-ши?

— Çук. Нумайăшĕ тĕп хуларан çитнĕ хыпарсене савăк кăмăл-туйăмпа йышăнман. Сăмахран, пушăн 6-мĕшĕнче Етĕрнери «Таланцевсен суту-илӳ çурчĕ» пăрахутлăха кĕрекен заводсен рабочийĕсемпе служащийĕсем хăйсене Вăхăтлăх правительство хуçаланма тытăннă тата рабочисемпе салтаксен совечĕсене суйланă хыççăн икĕ влаçлăх хăратнине пĕлтерсе резолюци йышăннă, ăна çав органсене çитернĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.