Комментировать

18 Апр, 2017

Кармашать тÿпене мăрье

Кăмака купаласси — питĕ хăйне евĕрлĕ ăсталăх. Анчах, шел те, çак ăсталăха пĕлекенсен йышĕ çулран-çул чаксах пырать.

«Авалхи профессие чĕртсе тăратасси — пирĕн паянхи тĕллев», — тет «Вырăс Кăмака Пĕрлĕхĕ» ассоциацин председателĕн заместителĕ Дмитрий Борисов. Коммерцилле мар организаци /Раççейри кăмакаçăсен тата кăмака продукцине туса кăларакансен гильдийĕсене пĕрлештерсе тăрать вăл/ пуçарнипе Чăваш Енре «Кăмака ĕçĕ» компетенципе I «Çамрăк профессионалсем» /WordSkills Russia/ регион чемпионачĕ иртрĕ.

Чемпионат Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнче чаплă лару-тăрура уçăлчĕ. Конкурса хутшăнакансене тата хăнасене Чăваш Республикин вĕрентÿ министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов саламларĕ, юлашки çулсенче кăмака тăвакансен ĕçĕн сумĕ ÿссе пынине, çамрăксем те çак профессипе кăсăкланма пуçлани савăнтарнине палăртрĕ вăл. «Çын аллипе тунă ĕç яланах хисеплĕ пулнă, унăн хакĕ пысăк», — терĕ министр çумĕ. Малалла вулас...

Валентина БАГАДЕРОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.