Комментировать

18 Апр, 2017

«Санăн психику хавшанă, сывлăху япăхланнă. Илместпĕр»

Çапла каланă Чечня вăрçине хутшăннă Сергей Евграфова суд приставĕ пулас ĕмĕтне пурнăçлас тесен.

Салтак пулмасан кам сыхлĕ?

—Паян — арçын-и эсĕ, хĕра-рăм-и — пурин те Тăван çĕршыва хÿтĕлессишĕн тăрăшмалла. Хÿтĕлевçĕсем пулмасан тăнăç пурнăç, çутă тÿпе пирки ĕмĕтленмелли те çук. Снарядсем çурăлни, сирпĕнни çеç илтĕнсе тăрĕ. Мĕншĕн çак хăрушă сăмахсенчен пуçларăм-ха калаçăва? — ман çине ыйтуллă пăхса илчĕ çĕнĕ юлташăм.

Хуравне те хăех тупрĕ:

— Пĕр çĕршыв теприне пурăнма вĕрентесшĕн паян. Терроризм куçран пăхать. Çынсем вилеççĕ. Пĕтĕм тĕнче пăтранать. Раççее ăмсанакан та, хапсăнакан та нумай. Пирĕн çĕршыв территорийĕ питĕ пысăк, чикĕ пин-пин çухрăма тăсăлать. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене пĕчĕкрен тăван халăхăн авалхи ырă йăли-йĕркине тĕпе хурса воспитани парса ÿстермелле. Паянхи шкул ачисем çине пăхатăп та — çĕршыв шăпи вĕсен аллинче пулнине туятăп. Вĕсем — патшалăхăн пулас ертÿçисем, культурăна, экономикăна, спорта, бизнеса аталантаракансем. Пирĕн вара, аслисен, вĕсене тĕрĕс çул кăтартса пымалла, хамăрăн ырă ĕçсемпе вĕсемшĕн тĕслĕх пулмалла.

Вăрçă вутĕнче пиçĕхнĕ Сергей Прокопьевич çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас ĕç хăйĕн тÿрĕ тивĕçĕ тесе шухăшлать. Салтак пулмасан çĕршыва кам сыхлĕ? Вĕрентÿ заведенийĕсенче час-часах пулать вăл, унта вĕренекенсемпе тĕлпулусем йĕркелет, çамрăксемпе пĕрле çак ыйтăвăн хуравне шырать. Республикăри музейсемпе, библиотекăсемпе те, ытти ведомствăпа та ку енĕпе тачă çыхăну йĕркеленĕ. Хĕрÿ вырăнсенче пуç хунисене асăнса палăксем лартас, асăну хăмисем уçас, вĕсен ячĕпе турнирсем йĕркелес тĕлĕшпе те нумай тăрăшать вăл. Малалла вулас...

Валентина БАГАДЕРОВА

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.