Аслăраххи çамрăкланать, кĕçĕнреххи «çеçке çурать»
Арăмĕ упăшкинчен миçе çул кĕçĕнрех пулмалла? Тан мар мăшăрлану пĕри тепринчен чылай çул аслăрах пулни çемьене телейлĕ пулма кансĕрлемест-и? Çак тата ытти ыйтăва, вулаканăм, паян пĕрле сÿтсе явăпăр.
«Вун виçĕ çул кĕçĕнрех, вун виçĕ çул пĕчĕкрех»
Юлашки вăхăтра тан мар мăшăрлану нумайланчĕ. Упăшкипе арăмĕ хушшинче 5-6 çул пулни тем мар, ăна вĕсем асăрхамаççĕ. Хĕрарăм мăшăрĕнчен 2-3 çул кĕçĕнреххи халĕ нумай тĕл пулать. Çав вăхăтрах 10-15 е ытларах çул кĕçĕнреххисем те пур. Арăмĕ упăшкинчен вунă е ытларах çул аслăраххине вара чылай чухне культурăпа искусство çыннисен, артистсен йышĕнче асăрхама пулать. Нимĕç ăсчахĕсен шухăшĕпе, çемьере арçын арăмĕнчен 9-15 çул аслăрах тăк унăн пурнăçĕ, хăйĕнпе тантăш хĕре качча илниннипе танлаштарсан, вăрăмланать. Упăшкинчен чылай çамрăкрах арăмĕн ĕмĕрĕ вара хăйĕнпе пĕр тантăшшисене качча кайнисенчен 10 процент кĕскелет. Аслăрах упăшкапа çамрăк арăмсем хăвăртрах ватăлаççĕ. Енчен те хĕрарăм мăшăрĕнчен 7-13 çул аслăрах тăк унăн пурнăçĕ те кĕскелет-мĕн. Апла-и, капла-и — тан мар мăшăрлану чылай чухне çынсене калаçтарать. Халăхра вĕсем çине урăхларах пăхаççĕ, вĕсене тиркесе сÿтсе яваççĕ. Çакă çемье тăнăçлăхне те витĕм кÿрет паллах.
Упăшкипе арăмĕн миçе çул уйрăмлăх пулмалли этемлĕхе яланах шухăшлаттарнă. Казах арçынĕсем хăйсенчен 13 çул кĕçĕн, 13 сантиметр лутрарах хĕре мăшăр тума суйланă. Психологсен шухăшĕпе, çемье телейĕ çул уйрăмлăхĕпе мар, шăпа пÿрнине тĕл пулнипе çыхăннă. Уçăмлăрах калас тăк, пĕр-пĕринпе чуна уçса калаçакансем, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланакансем кăна çирĕп çемье чăмăртама пултараççĕ. Арăмĕ упăшкинчен вунă çул кĕçĕнреххине ĕлĕкрех йĕркеллĕ пулăм пекех йышăннă. Раççейре кун пек çемье чылай пулнă. Çав вăхăтрах авал чухăн тата тăлăх йĕкĕтсене хăйсенчен 5-10 çул аслăрах хĕрсене качча илсе панă. Аслăрах арăмĕсем пурнăçа тытса пынă. Упăшкин миçе çул аслăрах, арăмĕн мĕн чухлĕ кĕçĕнрех пулмаллине ниçта та çырса хуман. Кама качча илесси, камăн арăмĕ пулма килĕшесси кашнин, харпăр хăйĕн ирĕкĕ, кăмăлĕ. Мĕн пытармалли: хăш-пĕр çынна çитмĕле çитсен те ăс кĕмест, тепри вара вăтăртах темĕн те курма ĕлкĕрет, темĕн те пĕлет. Пурнăç тĕшши мĕнне, хутшăнусен асамлăхне лайăх ăнкарать вăл. Арлă-арăмлă хутшăну мĕнле пуласси /ватăпа çамрăк-и вĕсем — пур-пĕрех/ йăлтах арçынпа хĕрарăмран хăйсенчен кăна килет. Çапла, чăн юрату пулсан çулсен уйрăмлăхĕ пысăкки темех мар. Малалла вулас...