Ытлашши «тутлă» çиетпĕр мар-и?
Республикăра вăрăм ĕмĕрлисен йышĕ юлашки виçĕ-тăватă çулта самай хушăнчĕ. Халĕ Чăваш Енре 100 çултан каçнисем — 100 çынна яхăн. 85 çултан аслăраххисем — 17,3 пин çын. Ырă пулăма вырăнта медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекен пунктсем витĕм кÿреççĕ-и? Çынсем сывлăха упрама хăнăхса пыни сисĕнет-и? Муркаш районĕнчи Калайкасси ялĕнчи ФАПа çитсе курнă май çак ыйтусен хуравне шырарăмăр.
Асăннă ялти фельдшер-акушер пункчĕ пилĕк ял халăхне медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерсе тăрать. Калайкассисемсĕр пуçне кунта Яраккассинче, Карамалькассинче, Рыкакассинче, Эхветкассинче пурăнакансем, пурĕ 504 çын, çÿреççĕ. Вĕсен йышĕнче шкул ÿсĕмĕнчисем — 163 ача. Учрежденине чĕрĕк ĕмĕр ĕнтĕ Эльвира Столярова фельдшер ертсе пырать. Кунти çынсен сывлăхĕ мĕнлерех пулнине пĕлсе тăмалăх, улшăну пурри-çуккине сăнамалăх — самаях пысăк тапхăр.
Халăх сывлăхĕ çинчен калаçу пуçарнă май Эльвира Николаевнăран хальхи вăхăтра час-час тĕл пулакан чир-чĕр çинчен ыйтрăмăр. Чĕрепе тата юн тымарĕсемпе çыхăннă чирсем — Раççейĕпех мала тухаканскерсем — кунта та ытларахăшне аптăратаççĕ-мĕн. Эльвира Николаевна каланă тăрăх, пуринчен ытла пăшăрхантараканни — юлашки çулсенче çынсем юн пусăмĕ пăсăлнăран пуçланакан чирсемпе çамрăклах аптăрани. Мĕнпе çыхăннă çакăн сăлтавĕ? Малалла вулас...