Ывăл-хĕре ытлашши юратасран та асăрханмалла
Кирек мĕнле ашшĕ-амăшĕ те ачине яваплăха туйтарасшăн. Эпир, çитĕннисем, çирĕп ыйтнине пурнăçлать пулсан вăл яваплă тесе пĕтĕмлететпĕр. Çапах ача ÿснĕçемĕн аслисен кашни ыйтăвне хăлхана чикмесен те пултарать. Мĕншĕн? Унăн яваплăх туйăмĕ чакнипе-и? Ахăртнех, апла мар. Паян ачасене «тивĕç», «яваплăх» ăнлавсене пуçра ялан тытма мĕнле хăнăхтармалли çинчен калаçăпăр. Ыйтусен хуравне тупма пире Ирина Изатуллаева психолог пулăшĕ.
— Чи малтанах çакна ăнланма пулăшсамăр: мĕн вăл ачашăн — яваплăх?
— Хăй тĕллĕн йышăну тума пултарни, хăйĕн утăмĕсене виçсе пурнăçлани, пĕр-пĕр ĕçе вĕçне çитермеллине ăнланни. Малалла вулас...