Комментировать

5 Апр, 2017

Ют ачашăн яваплăх - икĕ хут пысăк

Юлашки çулсенче çĕршывра ача усрава илнĕ çемье самай йышланчĕ. Çапла, патшалăх учрежденине лекнĕ тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасем обществăна юрăхлă граждансем пулса çитĕнччĕр тесен вĕсене çемьесене вырнаçтарни — пĕртен-пĕр тĕрĕс çул.

Халĕ Раççейри чылай регионта ача çурчĕсенче, интернатсенче пурăнакансен йышне чакарма тăрăшаççĕ. Çавăнпах тăлăха тăван мар çемье хÿтлĕхе илнĕ тĕслĕх нумайланни сисĕнет. Анлă сарăлнă мелсенчен пĕри — ачана 18 çул тултариччен усрава йышăнасси. Çакнашкал çемьесен йышĕпе Чăваш Ен Раççейре иккĕмĕш вырăнта тăрать, Пенза тăрăхне кăшт кăна çитеймест. Эппин, тăлăхсене пăхса пурăнакан çемьесем тавра пулакан пур çивĕч ыйту та пирĕн республикăна пырса тивет.

Çемьене ют ачана йышăнасси хăйне евĕр юхăма çаврăнчĕ пулин те тăлăхсемпе çыхăннă çивĕч ыйтусем сирĕлсе пĕтмен-ха. Сăмахран, Раççейре çавнашкал çемьесен 10 проценчĕ ачасене патшалăх учрежденине каялла пырса парать. Мĕншĕн? Ашшĕпе амăшĕн тивĕçне хăйсем çине илнисем шухăшне улăштарнăран мар паллах, «урăхла» ачасене воспитани парассипе çыхăннă кăткăслăхсене çĕнтерме пултарайманран. Интерната таврăннă ачасен йышĕ çуллен 7 пинелле кармашать.

Ачасене усрава йышăнассипе çыхăннă çак тата ытти çивĕч ыйтăва нумаях пулмасть ЧР Вĕрентÿ министерствинче сÿтсе яврĕç. Анлă калаçăва пуçарасси Чăваш Енри лару-тăрăва тарăнрах тĕпчес тĕллевпе пирĕн тăрăха Раççейри Ача йышăннă çемьесен союзĕн ертÿçи Наталья Городиская килнипе сăлтавланчĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.