Комментировать

30 Мар, 2017

«Пĕчĕк хĕрĕмĕр малалла пурăнма вăй парать»

Икĕ хутлă пысăк çурт патне хуллен утатăп. Мана хирĕç çамрăк арçын тухрĕ. «Алексеевсем кунта пурăнаççĕ-и?» — ыйтрăм унран. Кил хуçи Владимир мана пÿрте кĕме сĕнсен ун хыççăн утрăм. Акă мана унăн мăшăрĕпе Татьянăпа пĕчĕк хĕрĕ Милана кĕтсе илчĕç. Сарă çÿçлĕ хĕр пĕрчи кĕрен тĕслĕ кĕпе тăхăннă, юмахри Кĕлпике пекех курăнать. «Тĕссене уйăрма пĕлет те ăна хăех суйларĕ, эпĕ урăххи илесшĕнччĕ. «Çук, çакна туянатпăр», — терĕ», — калаçăва пуçларĕ Татьяна. Пĕчĕкскер хăйĕн çинчен калаçнине илтсен: «Ăхă, хамах суйларăм, хама килĕшнине», — сăмах хушрĕ. Хĕвел пек çиçекенскер савăнăçлă чĕвĕлтетме тытăнсан çывăх çыннисен питĕнче йăл кулă çуралчĕ. Епле кăмăллă çемье! Милана çав самантрах сăвă калама пуçларĕ: «Анне çумра пулсассăн сăн-питре те савăкрах, анне çумра пулсассăн çут хĕвел те çутăрах». Ăна вăл пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче садикре иртнĕ уяв валли вĕреннĕ. Часах 3 çул тултараканскер чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхипе чуна ăшăтрĕ, кăмăла çĕклерĕ. Ашшĕ-амăшĕн хавхаланăвĕ вăл, пурнăç пĕлтерĕшĕ. «Пĕчĕк хĕрĕмĕр малалла пурăнма вăй парать», — терĕ кил ăшшин управçи 3 çул каялла чунне ĕмĕрлĕхех амантнă инкек пирки аса илсен. Унтан куçĕ салхуланчĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.