Комментировать

21 Мар, 2017

Камăн тата мĕншĕн тÿлемелле?

Налук декларацийĕ тăратмалли кампани пырать — чи хĕрÿ тапхăр теме те юрать-тĕр. Паллах, чылайăшĕн ыйтусем çуралаççĕ: камăн тата мĕншĕн тÿлемелле? Çак тата ытти ыйтăва уçăмлатма Федерацин налук службин республикăри управленийĕн ертÿçин заместителĕнчен Алексей КРАСНОВРАН ыйтрăмăр.

Хваттершĕн те, машинăшăн та

— Алексей Юрьевич, чи малтанах каласамăр: налук органне камсем деклараци тăратма тивĕç?

— Деклараци кампанийĕ пуç­лан­нăранпа уйăх çурăра республикăри налук органĕсем 28,4 пин деклараци йышăннă ĕнтĕ. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 400 деклараци нумайрах. Çакнашкал тупăш илнĕ граждансен налук декларацийĕ тăратмалла:

— хваттерсем, гаражсем, транспорт хатĕрĕсем тата ытти пурлăх арендăна парса илнĕ тупăшшăн;

— хăйсен харпăрлăхĕнче 3 çултан каярах пулнă хваттерсене, пÿлĕмсене, дачăсене, çĕр лаптăкĕсене, транспорт хатĕрĕсене тата ытти пурлăха сутнисем;

— парне шучĕпе куçми пурлăх, транспорт хатĕрĕсем, акцисем, пайсем /çывăх тăвансем парнеленисемсĕр пуçне/ илнисем;

— килте ĕçлекенсем, репетиторсем, тренерсем тата гражданла право килĕшĕвĕсемпе тупăш илнĕ граждансем, çав шутра уйрăм çынсем патĕнче юсавпа строительство енĕпе ĕçлекенсем;

— требовани прависене тепĕр çынна памалли килĕшÿсемпе укçа илнисем;

— лотерейăпа, тотализаторсенче, çав шутра вăйă автомачĕсенче укçа выляса илнисем;

— организацин устав капиталĕнчи тÿпене сутнисем.

Деклараци тăратма тивĕççисен шутне çавăн пекех уйрăм предпринимательсем, нотариуссем, адвокат пÿлĕмĕ уçнă адвокатсем, саккунпа килĕшÿллĕн уйрăм практикăпа ĕçлекен ытти çын кĕреççĕ.

Çакна та палăртам: хваттер туяннă, вĕреннĕ е сипленнĕ май налук енĕпе «вычет» илес текенсем декларацие çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те тăратма пултараççĕ. Деклараци тăратма тивĕç çынсен 3-НДФЛ формăллă декларацисене ака уйăхĕн 30-мĕшĕнчен кая юлмасăр памалла. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.