Комментировать

17 Мар, 2017

Чăваш Ене тĕп архитектор мĕншĕн кирлĕ?

Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăн тĕп архитекторĕн должноçне çирĕплетсе Хушу кăларни çинчен «Хыпар» пĕлтернĕччĕ. Мĕн тума кирлĕ вăл Чăваш Республикине? Паян çак тата ытти ыйтăва уçăмлатса çĕнĕ должноç тĕллевĕсемпе тивĕçĕсем çинчен сăмах пуçарас терĕмĕр.

Мĕн чухлĕ çын — çавăн чухлĕ шухăш. Политика, кăмăл-сипет, менталитет пирки тавлашу пуçарсан, паллах, «виçĕ ăсран лайăххи» çук: пĕр шухăш тепĕр шухăша пуянлатать. Анчах çурт лартнă, çул хывнă чухне «пĕр ăса пăхăнса» ĕçлемесен строительство вăраха каясси куçкĕрет.

Чăваш Республикин тĕп архитекторĕн тивĕçĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Хушăвĕнче палăртнă тăрăх, архитектура тата хула строительствин ĕç-хĕлĕнче пĕрлехи политикăна тытса пырасси, территорисен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кулленхи тата малашлăхри ыйтăвĕсене татса парасси, халăха пурăнма, ĕçлеме, канма тивĕçлĕ условисем йĕркелесси пулса тăрать.

Паян строительсен умне объект хута ямашкăн çĕр илме пикенсен пысăк чăрмавсем сиксе тухаççĕ. Лаптăк федерацин, республикăн, хулан шутланакан пайсенчен тăрать. Çавна май ĕçе пуçăнма кирлĕ документсене йĕркене кĕртсе питĕ нумай вăхăт иртет. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.