Çĕнĕ вите кирлĕ
Районта аталану çулĕпе пыракан пĕчĕк фермер хуçалăхĕ чылай. Вĕсенчен пĕри — Тăрăн ялĕнчи Татьянăпа Алексей Ивановсен.
— Пирĕн ĕне выльăх 51 пуç, — ХФХ ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ Алексей Владимирович. — Çав шутра сăваканни — 18. Кĕтĕве пысăклатаймастпăр, мĕншĕн тесен Киров ячĕллĕ колхозран юлнă витене текех выльăх тăратаймастпăр.
— Апла пулсан мĕн тăвасшăн?
— Кивĕ витепе юнашар 50 ĕне тăратмалăх çĕннине тăвасшăн. Тислĕк кăлармалли агрегат вырнаçтарма, сĕт пухмалли, выльăха шăвармалли пăрăх тăсма, апат валеçмелли комплекс туянма палăртрăмăр. Ĕмĕте çитерсен продукци ытларах сутма тытăнăпăр. Малалла вулас...
Юрий МИХАЙЛОВ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ