Комментировать

17 Мар, 2017

Вăйли пĕр çынна çĕнтерет, ăсли - пин çынна

Пушкăрт — тĕрĕк халăхĕ, вĕсен чĕлхи Алтай чĕлхисен йышне кĕрет. Тĕп çĕршывĕ — Пушкăртстан. Тĕнчере 1,6 миллиона яхăн пушкăрт пурăнать. Вĕсем Раççейре, Эстонипе Казахстанра, Украинăпа Туркменире, Узбекистанпа Киргизире, Беларуç Республикипе Таджикистанра, Литвапа Латвире тĕпленнĕ. 2010 çулхи çырав тăрăх Раççейре 1584554 пушкăрта шута илнĕ, вĕсенчен 1172287-шĕ — Пушкăрт Республикинче, ыттисем çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче пурăнаççĕ.

Пушкăрт йăхĕсем — кесе, еней, юрмат тата ыттисем — ĕлĕк-авал вырăнтан вырăна куçса çÿренĕ. Вĕсем Днепрпа Дон хĕрринче, Карпат тăвĕсем çывăхĕнче, Дунай патĕнче пурăннă. Куçса çÿрес йăла 19-мĕш ĕмĕрчченех тăсăлнă теççĕ. Ун чухне пушкăртсем выльăх-чĕрлĕх çитĕнтернĕ, тырпул акса ÿстернĕ.

Тенгри тата Аллах

Пушкăртсем 12 турра /хĕл турри, çумăр турри, лаша турри, вилĕм турри т.ыт./ ĕненнĕ. Чи аслине Тенгри /пĕтĕм тĕнчепе тÿпе турри/ тенĕ. Вĕсен шухăшĕпе тĕнче виçĕ пайран тăнă — çĕр, ун çинчи тата çĕр айĕнчи. Кашнине курăнаканни тата курăнманни çине уйăрнă. Тÿпе темиçе хутлă тесе шухăшланă, чи çÿлте Тенгри хан ларнă. Авалхи пушкăртсем вилнĕ çын чунĕ тепĕр çынна куçнине ĕненнĕ.

10-13-мĕш ĕмĕрсенче пушкăртсен çĕрĕсене тутар-монголсем ярса илнĕ. Çав тапхăртах вĕсем ислам тĕнне йышăнма пуçланă. Çынсене Аллах вĕрентĕвĕ кăмăла кайнă теççĕ. Пушкăртсем мăсăльман миссионерĕсене хирĕç тăман, урăх тĕне ирĕккĕнех йышăннă. Çапах пушкăртсем хăйсен авалхи туррисене манма васкаман, çут çанталăк пулăмĕсемпе инкек-синкек туррисене нумай çул пуç çапса пурăннă. Авалхи тĕн паллисем йăла-йĕркере халĕ те упранса юлнă. Пушкăртсемшĕн ислам тĕнĕ халăха пĕтĕçтерекен мел пулса тăнă. Хальхи вăхăтра Пушкăрт Республики Раççейри мăсăльмансен тĕп центрĕ шутланать, унта тĕп управлени вырнаçнă. Паянхи кун пушкăрт çĕрĕ çинче 300 ытла мечĕт, ислам институчĕ, медресесем пур. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.