Комментировать

16 Мар, 2017

Хăрушă вăйă ачан пуçне минретет

Официаллă статистика хăратать: Раççейри çул çитмен 100 пин ачаран 16-шĕ хăйĕн çине алă хурать. РФ Следстви комитечĕн даннăйĕсене ĕненес тĕк, пĕлтĕр çул çитмен 720 ача хăйĕн ирĕкĕпе пурнăçран уйрăлнă. Çак хăрушă утăма тума вĕсене мĕн хĕтĕртет? Вĕсем пурнăç çулĕ çине тăнă кăна-çке-ха. Ачи йăнăш утăм туни çывăх çыннисен пурнăçне ĕмĕрлĕхе çапса хуçать. Юлашки вăхăтра Интернетри соцсетьсенче «Кăвак кит» вăйă анлă сарăлни ашшĕ-амăшне те, йĕрке хуралçисене те сисчĕвлентернĕ. Ачасем хăйсем çине алă хунинче пуçа минретекен çак вăйă тÿпи те пур тесе шухăшлаççĕ. Анчах ăна пула шăпăрлан пурнăçран уйрăлнă пĕр тĕслĕхе те официаллă майпа палăртман-ха. Малалла вулас...

ivanovskoe.mos.ru сайтран илнĕ сăнÿкерчĕк.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.