Комментировать

15 Мар, 2017

Çынсене мĕн пăшăрхантарать

Нарăсăн 15-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче граждансенчен йышăннă ыйтусен хуравĕсем

Пире сĕте сутăн илмелли хак пĕчĕкки пăшăрхантарать. Элĕк районĕнчи Йăранар, Тавăт, Мăн Карачурара тата ытти ялта пурăнакансем.

ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх — Раççей саккунĕсенче сĕте сутăн илмелли хаксене патшалăх йĕркелесе пырассине палăртман, хаксене хуçалăх субъекчĕсем пĕр-пĕринпе калаçса татăлса тата рынокри хаксене кура йĕркелеççĕ. Хаксем çулталăк вăхăтне кура та улшăнаççĕ, çавăн пекех сĕт пахалăхне, сĕт пухакансен хушшинчи конкуренцие те шута илме тивет.

Нарăсăн 22-мĕшĕ тĕлне Элĕк районĕнчи асăннă ял тăрăхĕсенче халăхран туянакан сĕтĕн 1 литрĕшĕн 20 тенкĕ тÿленĕ. Çав тапхăрта сутăн илекен сĕт хакĕ Улатăр, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Етĕрне тата Тăвай районĕсенче çак шайра пулнă.

Ял хуçалăх министерстви хушма хуçалăхпа ĕçлекен граждансене потребитель кооперативĕсене пĕрлешме сĕнет, çакă сĕте тирпейлекен предприятисене тупăшлăрах хакпа сутма май парĕ. Унсăр пуçне кооперативсем патшалăх пулăшăвĕпе те усă курма пултарĕç. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.