Комментировать

14 Мар, 2017

Тĕллевĕсене пурнăçлаççĕ

Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсенче пурăнакансем «Шăмăршă вăрманлăхĕ» бюджет учрежденийĕ пăхса тăракан вăрманта çурт-йĕр тумашкăн йывăç касма пултараççĕ-и?

— Пултараççĕ, — терĕ Александр ЦЫГАНОВ директор «Хыпар» ыйтăвĕсене хуравласа. — Сăмахран, пĕлтĕр чăтлăхран çынсене 10280 кубла метр хыр турттарса тухса усă курма ирĕк патăмăр.

— Çаралса юлнă делянкăсене ешĕллентеретĕр-и?

— Ку ĕç çуллен пырать. 2016 çулта Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин «Чăваш вăрман хуçалăхĕ» патшалăх предприятийĕ 15 гектар хыр лартса пачĕ. Ăна пулăшма ĕçлекенсем вырăнта тупрăмăр. 2007 çулта Шăмăршă вăрманлăхне Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсенчи лаптăксене кĕртсе пĕр учреждени турĕç. Халĕ унăн 73576 гектар вăрман. Культурăсен 90% яхăн — хыр, ытти — çăка, ăвăс, хурăн, çÿçе: çамрăккисем, вăтам çултисем, çитĕннисем.

— Йывăçпа усă курма тара панă-и? Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.