Комментировать

3 Мар, 2017

Саланчăкри хор саланман

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-90-мĕш çулĕсенче, колхозсемпе совхозсем кĕрлесе тăнă вăхăтра, кашни пысăк ялти культура çуртĕнче тенĕ пекех хор пулнă. Вĕсене колхозниксемпе рабочисем, дояркăсемпе учительсем, çамрăксем хаваспах çÿренĕ. Самана улшăннă май вĕсенчен чылайăшĕ саланнă. Хорта юрлани паянхи çамрăкшăн пĕрре те интереслĕ мар. Фольклор ушкăнĕ те уншăн кăсăклăх çуратмасть. Çавăнпа вĕсене паян аслăраххисем кăна çÿреççĕ.

Çĕмĕрле районĕнчи Саланчăкра хор паянхи кунчченех сыхланса юлнă. Сыхланса юлнă кăна мар, вăл Çĕмĕрле тăрăхĕнче чи паллисенчен пĕри. «Унсăр пуçне пирĕн «Саланчăкри шăпчăксем» фольклор ушкăнĕ те пур. Эпĕ Çĕмĕрле районĕнчи Вăрманкасра çуралса ÿснĕ. 1982 çулта Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищине пĕтернĕ. Кунта 1985 çулта килнĕ. Культурăра 22 çул ĕçленĕ хыççăн çемьери лару-тăрăва пула 7 çул Мускавра пурăнма тиврĕ. Унтан таврăннă хыççăн Тури Макарин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ культура çурчĕн çăра уççине пачĕ те ĕçлеме сĕнчĕ. Çанă тавăрсах ĕçе çĕнĕрен пикентĕм. Халăхĕ кунта пуçаруллă. Пĕрре те тĕк ларма памасть. «Ăна тăватпăр, кăна», — тесе кăна тăраççĕ. Халăх хорне паян Яков Федяров ертсе пырать. Нумаях пулмасть ачасем валли «Непоседы» ташă кружокне йĕркелерĕм. Кăмăл тăвакансем валли «Солисты» кружок та, «Ивушки» вокал ушкăнĕ те пур. Хора, «Саланчăкри шăпчăксем» фольклор ушкăнне çÿрекенсем спектакль лартма сĕнчĕç те хаваспах ĕçе пикентĕмĕр. Çĕмĕрле тăрăхĕнче хĕр епле çураçнине кăтартас терĕмĕр. Вара хĕр çураçнипе районта иртнĕ конкурсра 1-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Каярахпа ăна клубра тепре кăтартрăмăр. Кураканĕсене хамăр ял тăрăхне кĕрекен кашни ялтанах пуçтартăмăр. Çĕмĕрле районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Лев Рафинов та килсе курчĕ. Халĕ тепĕр спектакль, «Хĕвел ансан Хĕветĕр» ятлине, хатĕрлетпĕр. Унпа ялсем тăрăх çÿрес тетпĕр», — паллаштарчĕ Саланчăкри клуб заведующийĕ Валентина Аршинова. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.