Комментировать

28 Фев, 2017

Сывлăхшăн усăллă апат çитмест

Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх — 2015 çулта Раççейре вăтамран 71 çул пурăннă, Японире — 83.

Уйрăмлăх мĕншĕн пысăк? Яппунсем тинĕс апатне пиртен чылай ытларах çиеççĕ. Вĕсен кухнинче пулă пысăк вырăн йышăнать. Эпир яппунсемпе танлашаймастпăр. Çĕршыва тинĕс апачĕ çитмест. Ăна нумайрах хатĕрлесе сутмалла. Ку ĕç республикăра кирлĕ пек пулса пымасть-ха. Çынсем ытларах Чăваш Енре тытаканнине е çитĕнтерекеннине туянасшăн. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула илеймеççĕ. Мĕн чăрмантарать?

Республикăра пулă ĕрчетмелли шыв-шур пайтах: Куйбышевпа Шупашкар шыв управĕсем, Сăр, Çавал, Выл, Кĕтне, Пăла, Энĕш, ытти юханшыв, 3 пине яхăн пĕве /кашнин лаптăкĕ 10 гектар таран/. Çав шутра Раççей Ял хуçалăх министерстви тытса тăраканни — 18. Вĕсем шыв нумай пухаççĕ, пулă ĕрчетме меллĕ. Çак ĕçе промышленноç мелĕпе йĕркелеме предпринимательсене Шупашкарпа Куйбышев управĕсенче 17 лаптăк уйăрнă. Вĕсенче çулталăкра 150-160 тонна тытаççĕ. Совет тапхăрĕнче суту-илĕве 500-600 тонна ăсатнă. Республикăн çак шая çитме тĕллев лартмалла. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.