Сурхури те, Çăварни те...
Тюмень облаçĕнчи йăхташăмăрсем асатте-асанне йăли-йĕркине май пур таран упрама, тытса пыма тăрăшаççĕ. Чăвашлăх туйăмĕ пĕр тĕвве пухать аякри тăванăмăрсене.
Акă Çăварние те вĕсем йышлăн пухăнса хаваслăн ирттересшĕн. Пысăк та анлă уява ирттерме, тута-çăвар тăрăх çу юхтара-юхтара икерчĕ çиме вĕсем Исетски районĕнчи Шорохово ялĕнче пухăнасшăн.
Хастар йăхташăмăрсем Сурхурие те анлăн уявланă.
Ираида Маслова йĕркелесе пынипе ассоциаци наци уявĕсене час-часах йĕркелет, унта облаçри тĕрлĕ районти халăха пухма тăрăшаççĕ.
Анна НИКОЛАЕВА.