Ача эрех-сăраран хаклăраххине ăнланни паха
Шупашкарти çул çитмен ачасен реабилитаци центрĕ ăнăçсăр çемьере çитĕннĕ вун-вун шăпăрланшăн иккĕмĕш кил пулса тăнă. Хăшĕ-пĕри унта 2-3 уйăх çеç пурăнать, теприсен çулталăкĕпех кун кунлама тивет. Йывăр лару-тăрăва çакланнă ачасем кунта хăйсене хăтлă туяççĕ. Вĕсемпе педагог-воспитательсем, псиохологсем ĕç-леççĕ.
Йăнăшне вăхăтра тÿрлетнĕ
Шăпăрлансем центрта епле пурăннине тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе унти ĕçченсемпе тĕл пултăм. Вĕсемпе ăнăçсăр çемьере çитĕннĕ, ашшĕпе амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнă ачасен шăпи пирки те калаçрăмăр. Малалла вулас...