«Ĕмĕрĕпех вĕренме çуралнă эпĕ»
«Çут çанталăк ачи эпĕ. Унăн ытамĕнче пурăннă чухне чун хĕлĕхĕсене ĕнернĕ. Йывăç-курăкран, чĕрчунсенчен, хурт-кăпшанкăран, кайăк-кĕшĕкрен калаçма вĕреннĕ пуль эпĕ. Кашни кун уяв пек туйăнатчĕ. Çут çанталăк килтерĕшлĕхĕнче пурăнса чунпа туйма вĕрентĕм», — çапла аса илчĕ хăйĕн ачалăхне филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Артемьев. Вăл — критик, литературовед, Литературăпа искусство енĕпе ЧР патшалăх премийĕн лауреачĕ. Юрий Михайлович чăвашсен паллă писателĕсен пултарулăхне тĕпченĕ. Вĕсен йышĕнче — Александр Артемьев, Виктор Рзай, Анатолий Емельянов…Малалла вулас...