Комментировать

22 Сен, 2016

Илем чунне савăнтарать

Канаш районĕнчи Анат­кас Кипечре пурăнакан Анна Спиридонова ача чухнех амăшĕпе пĕрле алсиш-нуски çыхнă. Çывăх çынни фермăра ĕçленĕ. Шкултан килсенех вăл ăна пулăшма чупнă. Шел те, Анна 14-ра чухне амăшĕ çĕре кĕнĕ. Кил-тĕрĕшри хĕрарăм ĕçĕ хĕрача çине тиеннĕ. Амăшĕ масар çинче канлĕх тупнă çулах кÿрши ăна çăм арлама вĕрентнĕ. Анна Алексеевнăн ачалăхпа вăхăтсăр сывпуллашма тивнĕ.

15 çул тултарсан пике Шупашкарти педучилищĕне воспитателе вĕренме каймашкăн тĕллев тытнă. Конкурс витĕр тухайманнипе Чăлха-трикотаж фабрикине ĕçлеме кайнă. Унта вăл çĕвĕç пулăшуçинче виçĕ çул ĕçленĕ. Çав вăхăтрах каçхи шкулта вĕреннĕ. Çак фабрикăра алă ĕçĕн чылай вăрттăнлăхĕпе паллашнă Анна Алексеевна. Кунта вĕреннĕ ăсталăх ăна каярахпа пулăшнă. Хăйĕн малтанхи ĕмĕтне пурнăçа кĕртме те пултарнă вăл. Педучилищĕрен вĕренсе тухсан Вăтакас Кипеч ялĕнчи садикре ултă çул воспитательре ĕçленĕ.

Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.