«Манăн çăкăра вăрласан макăртăм»
Çĕрпÿ районĕнчи Тушмашар ялĕ пысăках мар. Асфальт çул сарнă пулин те ялта пурăнакан çын сахал. Ку тăрăхри чи ватă çынпа Таисия Григорьевăпа тĕл пулса калаçма май килчĕ. Авăнăн 18-мĕшĕнче 91 çул тултаракан кинемей чиперех калаçать. Иртнине куç умне кăларчĕ вăл. Хырăма пĕр чĕлĕ çăкăрпа тăрантарнă чухнехи вăхăта манма пулать-и вара?