Комментировать

28 Июл, 2016

Аннепе пĕр кун пурăнасчĕ

— Анне! Ан пăрахса хăвар мана. Эпĕ те санпа пыратăп. Сантали тăхăнăп та. Кĕт-ха... — йĕре-йĕре хыпаланчĕ иккĕри Марине. Амăшĕ вара хĕрачана улталаса хăварчĕ те пахча хыçнелле чупрĕ. Унта ăна машинăра ĕлĕкхи савнийĕ кĕтет...

Света Генăран уйрăлнă хыççăн ачине яла, кукамăшĕ патне, хăварчĕ. Тĕрĕссипе, амăшĕ хăй çине тăчĕ, мăнукне хулана парса ямарĕ.

— Хĕрĕм, ачана пĕччен ÿстерме йывăр. Кĕрÿ тавăрас тесе темĕн те шухăшласа кăларĕ тата. Аçупа иксĕмĕр те ватах мар-ха. Маринене шкултан вĕрентсе кăларатпăрах, — Светăна шеллесе калаçрĕ амăшĕ. Хĕрне çакă çеç кирлĕччĕ. Ирĕклĕ пурнăçпа савăнма тахçанах ĕмĕтленнĕ вăл.

— Анне, кашни эрнерех яла килсе çÿрĕп. Тавах ырă кăмăлушăн. Сан пек ылтăн анне урăх никамăн та çук, — хăйма курнă кушак пек йăпăлтатрĕ çамрăк хĕрарăм çывăх çыннине ыталаса чуптунă май.

Света амăшне Генăн еркĕн пур тесе улталарĕ. Çемье арканнин сăлтавĕ çакă иккен. Шăнана та кÿрентерме хăяйман Гена пирки начар сăмах шухăшласа кăларса пайтах каларĕ вăл. Упăшки Света çине пĕрре мар алă çĕкленĕ, кăвак пит-куçпа çÿретнĕ иккен. Амăшне тĕрĕссине каламарĕ хĕрĕ: çавăн чухне вăл Маринен хĕреснамăшĕпе ĕçсе ÿсĕрĕлсе тăрăнса кайса питне кăвакартнăччĕ. Апат пĕçерсе, кĕпе-йĕм çуса вăхăта ирттермен Света, ку ĕçсем йăлтах мăшăрĕ çине тиеннĕ. Нумай ачаллă çемьере çитĕннĕскер /ултă ывăл ÿснĕ вĕсем/ килти ĕçсене пурнăçлама мĕн пĕчĕкрен хăнăхнă. Илĕртÿллĕ Светăна курсан вăл тÿрех саврĕ, çемье çавăрсан та унăн сăмахĕнчен иртеймерĕ. Арăмĕн наянлăхне, шухăлăхне каçарчĕ.Малалла вулас...

Елена ЛУКИНА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.