Водолазсем мар, юлташĕ туртса кăларнă
"Çамрăксен хаçачĕн" иртнĕ номерĕнче "Икĕ кунра — икĕ инкек" хыпарта шăрăх çанталăкра шывра путса вилнĕ тĕслĕхсем çинчен пĕлтернĕччĕ. Ăна вуланă хыççăн Шупашкар районĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнчи пĕвере путнă çамрăкăн тăванĕсем редакцие шăнкăравларĕç. "Пирĕн ахаль те пысăк хуйхă. 17-ри çамрăка пытартăмăр. Эсир тĕрĕс мар çырни суран çине тăвар сапнăнах туйăнчĕ. "Водолазсем унăн виллине виçĕ сехетрен тупнă" тени йăнăш. Тем чухлĕ шăнкăравласан та МЧСран никам та çитеймерĕ..." — пăлханса калаçрĕ Вера Николаева. Малалла вулас...