«Чăваш чĕлхи кирлине туйрăм»
Тĕрĕк тĕнчине тĕпчекен чылай ăсчах: «Чăваш хĕр-хĕрарăмĕ — авал пурăннă амазонкăсен тăхăмĕсем», — тесе çирĕплетет. «Амазонка» сăмахăн чăвашла пĕлтерĕшĕ — «амаçын». Хĕрсемпе хĕрарăмсен йăхран йăха куçакан çи-пуçĕ те çар çыннин паллисемпе пуян. Сăмахран, тĕрлĕ тенкĕпе тата вĕтĕ шăрçапа эрешленĕ тухья çар çыннин шлемне аса илтерет, кăкăр умне çакмалли ама, шÿлкеме, тевет те вăрçă хатĕрĕсем евĕр. Ахальтен мар ĕнтĕ Мускавра вĕренекен Анастасия Масляевăпа Грета Евтушевская пулас режиссерсем чăваш çĕрĕ çине «Чăваш амазонкисем» фильм ÿкерме килнĕ. Унти тĕп сăнара — амазонкăна — калăплаканĕ — чăваш пики Алина ЕГОРОВА. Пĕтĕм чăвашсен «Асам» I кинофестивалĕнче çак фильм «Чи лайăх постановка» номинацире çĕнтернĕ. Интернета вырнаçтарнă фильма паян çынсем курса тĕлĕнеççĕ. Тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ чиперукпа çывăхрах паллашар-и?
Сăнран ачаш курăнсан та...
— Алина, аçу сан пирки: «Юратура çуралнă хĕр вăл пирĕн, унăн чĕринче те таса çак туйăм пурăнать. Пăхма анчах çинçешке вăл, шалта вара пысăк вăй пытаннă, ырă мĕнне пĕчĕкренех пĕлет, телей хăйĕн урапине пирĕн тĕлтен кăлтăртаттарса иртнĕ чухне çак хĕре ÿкерсе хăварнă», — тет. Асаннÿ килĕнче пурăннă чухне лаша та сан çумрах пулнă. Лашана юратса ÿсни сана паян клипсем калăплама та, «Чăваш амаçыннисем» фильмра выляма та пулăшать.
— Маншăн çак фильмра ÿкерĕнесси — ĕмĕт, кĕтмен çĕртен пулса тухрĕ. Пытармастăп: малтанах хăраса ÿкрĕм: «Пултарайăп-ши?» Ара, манăн чăваш хĕрĕн мăнаçлăхне кăтартмалла-çке! Çитменнине, камера умĕнче пĕрре те тăрса курман.
— Роле уçса парайрăн-и? Малалла вулас...