Комментировать

12 Мая, 2016

Яла çĕрулми лартма кайсан...

Çу уйăхĕн 8-мĕ­шĕнче Элĕк районĕнчи Вырăс Сурăм ялĕнче тухнă пушар 7 çыннăн пур­нăçне, вăл шутра 4-шĕ — ачасем, татнă.

Пĕр урамра пурăнакан Вероника Герасимова хирĕç ларакан çурт çуннине çур çĕр иртни пĕр сехетре асăрхасан «01» номерпе шăнкăравланă. Шифер шаплатса çурăлнă сасса ытти кÿршĕ те илтнĕ. Пушарнăйсем киличчен ял халăхĕ çулăмпа хăйĕн вăйĕпе кĕрешме тытăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче хăпартнă йывăç пÿрт, шăрпăк курупки евĕр, питĕ хăвăрт çуннă. Пушарнăйсем çитиччен çулăм стенасене талккишпех ярса илнĕ. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.