«Çут çанталăка сăнлас килет»
Елчĕк районĕнчи Яманчÿрелте çуралса ÿснĕ Александра Ильина суйланă профессире ашшĕпе амăшĕн тÿпи пысăк. Юрий Николаевич ял шкулĕнче вунпилĕк çул ĕçленĕ. Вăл ачасемпе черчени, ÿкерÿ, технологи предмечĕсене ирттернĕ. Венера Петровна та вĕренекенсене çирĕм пилĕк çул ĕнтĕ пĕлÿ парать. Малтан вăл математика, информатика, ÿкерÿ урокĕсене ертсе пынă. Халĕ кĕçĕн классемпе ĕçлет.
Сашăра, паллах, Турă пани çеç мар, çывăх çыннисенчен куçнă пултарулăх та пур. Вăл ача чухнех ÿнер тĕнчи унăн пурнăçĕ пулассине ăнланнă. Икĕ çулта чухнех алла тĕрлĕ тĕслĕ кăранташ тытса ÿкерме пуçланă. "Пăнчă, пăнчă, хÿреллĕ пăнчă — этем пулчĕ тăчĕ", — сăвăласа шурă хута илемлетнĕ. Асра юлнă пирвайхи ÿкерчĕксенчен пĕри — юратнă çемьене сăнлани.
Хĕрача кăранташа, киçтĕке тек алăран яман. Шкула çÿренĕ вăхăтра вăл хут çине хитре кĕпеллĕ хĕр пĕрчисене вырнаçтарнă. Çавăн чухне унăн çи-пуç дизайнерне вĕренес кăмăл çуралнă. Пĕве кĕнĕ вăхăталла Саша ÿнер тĕнчипе тарăнрах паллашма тĕллевленнĕ. Çавăнпах юрлама-ташлама та кăмăлланăскер Елчĕкри ача-пăча искусствисен шкулне çул тытнă.
— Художник ăсталăхне ăса хывас тесе эрнере икĕ кун район центрне каяттăм. Пĕр еннелле кăна вăтăр çухрăм парăнтармалла. Çакă та вĕренме каймашкăн чармарĕ. Уроксем хыççăн рейс автобусĕпе кайса килеттĕм, — ачалăх çулĕсене хаваслăн аса илчĕ Саша Ильина.
Ăна унта Римма Порфирьева педагог пулăшса пынă. Пысăк чĕреллĕскер Сашăна пултарулăха аталантармашкăн çул уçса пынă. Республика шайĕнче иртнĕ "Эпĕ туберкулеза çĕнтерме пулăшатăп" конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннă хыççăн пике малаллах талпăнмаллине ăнланнă. Маттурскерĕн картинисене тĕрлĕ мероприятире яланах палăртнă, çĕнтерÿçĕсен йышне кĕртнĕ.