«Санкцисем ĕçлемелли майсем туса пачĕç»
Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсемпе йăлана кĕнĕ пресс-конференци ирттерчĕ. Чи малтанах Михаил Васильевич социаллă экономикăпа паллаштарчĕ, республикăри экономика, йывăрлăхсем пулсан та, аталаннине, инвестици проекчĕсем хута кайнине, ял хуçалăхĕ пĕр вырăнта тăманнине палăртрĕ. Конкурентлă лару-тăрура пирĕн предприятисемпе организацисем хăйсен туянаканне тупаççĕ. Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен хамăр патра туса кăларнă продукци, таçтан кÿрсе килнипе танлаштарсан, пахалăхлăрах. Михаил Васильевич çĕнĕ проектсем пирки сăмах хускатнă май ашшĕ-амăшне, ачасене пырса тивекеннине уйрăммăн палăртрĕ. Юлашки çулсенче Чăваш Енре ача сачĕсене хута ярас енĕпе çанă тавăрса ĕçлерĕç, шăпăрлансем валли вырăнсем хатĕрлерĕç. Анчах вĕсем ÿссе пыраççĕ, кĕçех шкула кайма тытăнĕç. Çавăнпа халĕ пĕлÿ çурчĕсене çĕклес, çĕнетес енĕпе пĕр тăхтамасăр ĕçлемелле. Паянхи куна Шупашкарти шкулсенче вĕренекен ачасен 6 ытла проценчĕ иккĕмĕш сменăра ăс пухать. Ку ыйтăва татса парасшăн — çитес 3 çулта пур ачана та пĕрремĕш сменăра вĕрентме палăртнă. Çитес 10 çулта республикăра 32 шкул хăпартма, çĕнетме йышăннă. Ку енĕпе пăр вырăнтан тапраннă ĕнтĕ: тĕп хулари Гладков урамĕнче пĕлÿ çурчĕ çĕкленет, «Садовый», «Новый город» микрорайонсенче те хута ярасшăн. Пресс-конференци савăнăçлă хыпарсенчен пуçланни, ахăртнех, журналистсен кăмăлне çĕклерĕ. Михаил Игнатьев демократи принципĕсене пăхăнассине пĕлтерсе ыйтусене хуравлама тытăнчĕ. Хăшĕ-пĕринпе паллаштарар. Малалла вулас...Малалла вулас...