24 Мар, 2016
Пĕчĕк тухăç сăлтавĕ
Вăрлăх йĕркеллĕ шăтманни, тухăç япăх пулни кăмăла хуçать. Нумайăшĕ çакна пахалăхсăр вăрлăхпа çыхăнтарать. Сăлтавĕ мĕнре?
- Тăпра акма хатĕр мар. Вăл пур çĕрте те пĕр пек пиçсе çитеймест. Ăна çапла пĕлмелле: тăпрана ывăçласа илмелле те хыттăн чăмăртамалла, унтан çĕре пăрахмалла. Енчен муклашка салансан - çĕре чавма, акма-лартма вăхăт.
- Хăшĕ-пĕри тĕрлĕ культурăна пĕр пек тарăнăша акать. Мĕнле лартасси вăрлăх виçинчен, çĕртен, нÿрĕклĕхрен килет. Вăрлăха çăмăл, хăвăрт типекен тăпрана тарăнрах лартмалла. Тăмлă, йывăр тăпрана - ăшăх.
- Вăрлăх кая юлса шăтни. Пĕрчĕлеменнине кăна çăра акмалла. Малтан вĕсем пĕр-пĕрне чăрмантармаççĕ, анчах каярахпа ÿсен-тăран çутăшăн, нÿрĕкшĕн кĕрешме тытăнать. Çавăнпа калчан пĕрремĕш-иккĕмĕш çулçи вăй илсен сайралатмалла. Вăхăтра çакна тумасан тухăçлăх чакать.
- Калчана йăран çине куçарма васкамалла мар. Çуркуннехи çанталăк вылявлă. Ĕлĕкрех палан чечеке лармасăр калчана йăран çине куçарма сĕнмен. Ун хыççăн çанталăк текех сивĕтмест-мĕн. Вăл кунĕпех улшăнса тăни те калчашăн сиенлĕ. Хĕвел ăшăтсан тÿрех ăна йăран çине куçарма тăхтăр.