ПĔРРЕ - ĂШĂ, ТЕПРЕ - СИВĔ
Контраст душĕ /вĕрипе сивĕ шывсене черетлесе тăрăх ярăнни/ иммунитета лайăхлатать, вăй-хал хушать, япаласен ылмашăнăвне лайăхлатать, çавна май ытлашши виçерен хăтăлма пулăшать, мышцăсене, ÿте паха витĕм кÿрет. Процедурăна кашни кунах пĕрер хут тумалла. Вăхăтран-вăхăта çеç тусан усă пулмасть.
Йĕркине пăхăнăр
- Ÿтшĕн виçеллĕ ăшă шывран пуçламалла, унтан температурăна чăтмалăх вĕри пуличчен ÿстерсе пымалла. Пĕр минутран чăтма пултаракан температурăллă сивĕ шыв юхтармалла, ун айĕнче 1,5 минут тăмалла.
- Хăвăршăн лайăх вăхăтран пуçламалла та ăна палăртни таран майĕпен ÿстерсе пымалла. Тÿрех пăр пек сивĕ шыв ямалла мар - температура улшăнăвне майĕпен хăнăхмалла.
- Пĕр процедура вăхăтĕнче температурăсене 3-5 хут улăштармалла. Юлашкинчен тăрăх сивĕ шыв ямалла.
- Процедура хыççăн ÿт-пĕве çăмлă çемçе алшăллипе хыттăн пусса сăтăрмалла - ку юн çаврăнăшне вăйлатать.
Асăрханăр! Контраст душĕ айне пуçа чикмелле мар.
- Ÿт-пÿ 20 градус шыва хăнăхса çитсен тÿрех питĕ сивĕ шыв ярса пăхăр - çапла кăна организмăн пĕтĕм тытăмĕн ĕçне вăйлатма пулать.
Юрамасть
Контраст душĕ çак тĕслĕхсенче юрамасть.
- Çивĕч тромбофлебит, усал шыçă, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн чирĕсем /гипертони/, пуç миминче юн çаврăнăшĕ пăсăлни, юн тымарĕсем хĕсĕнни.
- Шыçă чирĕсем вĕрĕлни.
- Кирек мĕнле вăрах чирсемпе аптрасан та тухтăрпа канашламасăр контраст душĕ кĕме юрамасть.