ПĔРРЕ - ĂШĂ, ТЕПРЕ - СИВĔ

24 Фев, 2016

Контраст душĕ /вĕрипе сивĕ шывсене черетлесе тăрăх ярăнни/ иммунитета лайăхлатать, вăй-хал хушать, япаласен ылмашăнăвне лайăхлатать, çавна май ытлашши виçерен хăтăлма пулăшать, мышцăсене, ÿте паха витĕм кÿрет. Процедурăна кашни кунах пĕрер хут тумалла. Вăхăтран-вăхăта çеç тусан усă пулмасть.

Йĕркине пăхăнăр

  • Ÿтшĕн виçеллĕ ăшă шывран пуçламалла, унтан температурăна чăтмалăх вĕри пуличчен ÿстерсе пымалла. Пĕр минутран чăтма пултаракан температурăллă сивĕ шыв юхтармалла, ун айĕнче 1,5 минут тăмалла.
  • Хăвăршăн лайăх вăхăтран пуçламалла та ăна палăртни таран майĕпен ÿстерсе пымалла. Тÿрех пăр пек сивĕ шыв ямалла мар - температура улшăнăвне майĕпен хăнăхмалла.
  • Пĕр процедура вăхăтĕнче температурăсене 3-5 хут улăштармалла. Юлашкинчен тăрăх сивĕ шыв ямалла.
  • Процедура хыççăн ÿт-пĕве çăмлă çемçе алшăллипе хыттăн пусса сăтăрмалла - ку юн çаврăнăшне вăйлатать.

Асăрханăр! Контраст душĕ айне пуçа чикмелле мар.

  • Ÿт-пÿ 20 градус шыва хăнăхса çитсен тÿрех питĕ сивĕ шыв ярса пăхăр - çапла кăна организмăн пĕтĕм тытăмĕн ĕçне вăйлатма пулать.

Юрамасть

Контраст душĕ çак тĕслĕхсенче юрамасть.

  • Çивĕч тромбофлебит, усал шыçă, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн чирĕсем /гипертони/, пуç миминче юн çаврăнăшĕ пăсăлни, юн тымарĕсем хĕсĕнни.
  • Шыçă чирĕсем вĕрĕлни.
  • Кирек мĕнле вăрах чирсемпе аптрасан та тухтăрпа канашламасăр контраст душĕ кĕме юрамасть.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.