Комментировать

18 Фев, 2016

Упăшки хăваланăран кÿрши патне каçнă та... унтах юлнă

2014 çулхи кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕ. Урамра сивĕ, пите çил кастарать. Любовь Михайловăн хут уйăрттарман упăшки киле каллех ÿсĕр таврăннă. Яланхи «юррине» пуçланă вăл: «Эрех ăçта?» Люба Анатолие хăйĕн аллипе эрех ярса нихăçан та ĕçтермен. «Çуттине» пула час-часах харкашнă вĕсем. Çав кун арçын ачи-пăчин япалисене чăматана пуçтарнă та пÿрнипе алăк еннелле тĕлленĕ. Урамра тĕттĕм. Сакăр ачапа каçа хирĕç хĕл варринче ăçта каймалла? Кĕçĕннисем, йĕкĕреш, пилĕк çулта кăна. Любовь çывăхри ялта пурăнакан аппăшĕ патне кайма шухăшланă. Анчах сивĕре ачасене шел-çке. Люба кÿрши Андрей патне шăнкăравланă. Любовь Михайлова каласа кăтартнинчен çакăн пек ÿкерчĕк куç умне тухса тăчĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.