«Çын ăшĕнчи тĕнчере те чун арманĕ кăлтăртатать»
«Çиларман» ушкăн юрăçисемпе Александр НИКИФОРОВПА тата Олег ВУНБЕРОВПА «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелĕнче тĕл пуличчен маттур чăваш каччисен клипĕсемпе паллашас тесе Интернета ятарласа кĕтĕм. Ăнсăртран куç тĕлне тĕлĕнмелле сăвă йĕркисем лекрĕç. Чăтаймарăм, унпа интервьюра усă курас терĕм. Шел, авторăн ятне-шывне кăтартман. «Çиларманĕ, шыварманĕ, аларманĕ авăртать. Арман чулĕн çивĕч шăлне шăйра-шăйра мăкатать. Арман йывăр çуначĕпе тÿпенелле туртăнать. Пĕр çĕкленсе, пĕр кукленсе, çăнăх сапса, хывăх сапса, шыва, çиле чÿк тăвать. Кăштăртатса, çавăрăнса çавра юрăсем хывать. Çын ăшĕнчи тĕнчере те çитмĕл çичĕ вăй вылять. Çын ăшĕнчи тĕнчере те чун армань кăлтăртатать». Килĕшетĕп сăвă хайлаканпа. Чăнах та, пирĕн чун арманĕ пĕр чарăнми кăлтăртатса туйăм çăнăхне авăртать. «Çиларман» ушкăнăн ячĕн вăрттăнлăхне пĕлес тесе Сашăпа Олега хамăн кухньăна йыхравларăм. 100 çулти аттен рецептне тĕпе хурса кĕрпе ярса пĕçернĕ яшкана киленсе çинĕ май икĕ çамрăкăн чун арманĕсене «кăлтăртаттартăм». Малалла вулас...