Комментировать

19 Янв, 2016

Чăваш Ен: çĕршыв, тĕнче куçĕпе

СЫВЛĂХ СЫХЛАВĔ, ÇĔНĔ ШКУЛСЕМ - ТĔП ЫЙТУ

Ку мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева, ЧР сывлăх сыхлавĕн тата вĕренÿ министрĕсем Алла Самойловăпа Владимир Иванов хутшăннă. Унта сывлăх сыхлавĕпе вĕрентĕвĕн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

Роспотребнадзор ертÿçи Анна Попова 2015 çулта РФ гражданĕсенчен 45 миллионне прививка тунине пĕлтернĕ. Унăн шухăшĕпе - усси курăмлă: иртнĕ çулталăк вĕçĕнче, 2016 çул пуçламăшĕнче чирлекен сахал пулнă. Анчах çакă лăпланмаллине пĕлтермест.

Вероника Скворцова палăртнă тăрăх, 2015 çулта çĕршывра пĕчĕк ачасем вилесси палăрмаллах чакнă. «Асăннă кăтарту 6 процент шайне кармашать. Уйрăм региона - Чăваш Республикине, Пенза, Тамбов, Киров, Магадан облаçĕсене, Ненец автономи округне - лайăх енчен палăртса хăвармалла. Вĕсен кăтартăвĕсем Европăрипе, АПШрипе тата Японирипе танлашнă».

Канашлура Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче çĕнĕ шкулсен строительствин программине пурнăçламашкăн хатĕрленнине сÿтсе явнă. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.