Комментировать

12 Янв, 2016

Чи пĕлтерĕшли - çĕршыва, халăха юратни

Шупашкарта тата Ульяновскра тухса тăракан республика, облаç хаçачĕсемпе журналĕсен вулаканĕсем Николай Александрович Казакова унăн статйисем тăрăх аван пĕлеççĕ. Вăл - общество корреспонденчĕсенчен чи хастарри, статьясем, очерксем, тĕрленчĕксем, заметкăсем çырать. 1990-1999 çулсенче Ульяновск облаçĕнчи "Канаш" хаçатра ĕçленĕ. 1991 çулта ăна РФ Журналистсен союзне илнĕ, 1997 çулта - ЧР Писательсен союзне.

Николай Казаков 1959 çулхи çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче Тутар АССРĕн Çĕпрел районне кĕрекен Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче педагогсен çемйинче çуралнă. Вĕреннĕ чухнех общество ĕçĕсене - шкулти пионер тата комсомол пурнăçне - хастар хутшăннă. Çав вăхăтрах Николай Шупашкарта ачасем валли тухса тăракан "Пионер сассипе" тата Çĕпрел район хаçачĕпе - "Çĕнĕ çулпа" - тачă çыхăну тытнă. Çамрăк корреспондент ялти тата шкулти çĕнĕ хыпарсене çырса тăнă. 1974 çулта, ялти сакăр çул вĕренмелли шкулти саккăрмĕш класра ăс пухнă вăхăтра, "Пионер сассин" çамрăк корреспонденчĕсен лауреачĕ пулса тăнă. 1976 çулта Кивĕ Çĕпрелти вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтерсен Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне, унта хăй вăхăтĕнче А.Г.Николаев космонавт летчик пĕлÿ илнĕ, вĕренме кĕнĕ. Малалла вулас...

Елена МУСТАЕВА,

"Канаш" хаçат корреспонденчĕ.

Ульяновск хули

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.