Комментировать

31 Дек, 2015

Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма пулăшĕ

Тĕпчев уссине пурте туйса илĕç

Рынок хутшăнăвĕсем вăй илнĕренпе статистика обществăна тытса пымалли пĕлтерĕшлĕ хатĕр пулса тăчĕ. Унăн кăтартăвĕсем информацин официаллă çăлкуçĕ шутланаççĕ, халăх пурнăçĕн тĕрлĕ енне çутатаççĕ, ертсе пыраслăх ĕç-хĕлте тĕллевлĕ никĕсе хывăнаççĕ. Патшалăх статистики хăйĕн кăтартăвĕсемпе усă куракансен тĕрлĕ ушкăнĕсен, çав шутра влаç органĕсен, бизнес пĕрлĕхĕн, ăслăлăх, общество организацийĕсен тата уйрăм çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерессине тĕпе хурать. Унăн информацийĕн тытăмĕн тĕп уйрăмлăхĕсем - тĕрĕслĕх, пахалăх тата эффективлăх.

Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова паянхи кăларăмра пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен ĕçĕ-хĕлĕ тĕлĕшпе федераци шайĕнче статистикăн талккăшпех ирттерекен тĕрĕслевĕпе çыхăннă ыйтусемпе паллаштарать. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.