Поэтăмăр - вилĕмсĕр
«Çĕршывăм, çĕршывăм, мĕн кирлĕ сана?» кăшкăруллă ыйту манăн мар, паянхи чăвашсем «пирĕн чыс та совĕç» тесе хисеплекен, репресси хăямачĕ витĕр тухнă чăн поэтăн, Митта Ваçлейĕн. 1926 çулта çырнă сăввине çакăн пек ят панă вăл. «Мĕскер эс ыйтатăн? Мĕскер ăмсанан? Пуянлăх, хаваслăх е ĕмĕрлĕх ят? Е иксĕлми паттăр, асамлă хăват?» - ку та «пин сăввăмран пĕри юлайтăр, ун чух ман канлĕ пулĕччĕ тăпрам» тесе ĕмĕтленнĕ Митта Ваçлейĕнех. Паянхи çыравçăсене мĕн канăçсăрлантарать тата ку чухнехи саманан хăш пахалăхне мала кăлармалла - шăпах çак ыйтусем тавра пычĕ те Литература çулталăкне пĕтĕмлетнĕ май Наци библиотекинче ирттернĕ «Литературăн паянхи пурнăçĕнчи вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ» калаçу. «Çавра сĕтеле» "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн заместителĕ Геннадий Максимов çыравçă ертсе пычĕ.
Литература мĕнле çул-йĕрпе аталанса пыни, паллах, критикăран та нумай килет. Çакна шута илсех-тĕр малтанхи сăмаха Патшалăх премийĕн кăçалхи лауреатне, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс чĕлхипе литература кафедрин профессорне Юрий Артемьева пачĕç. «Эп çыравçă мар, активлă вулакан», - терĕ вăл хăй пирки. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ кирек кама та шухăша ямаллискер пулчĕ: «Çыракан çынна питĕ йывăр. Каламалли пур - калас тенине калаймасть...» Мĕншĕн калаймасть? Е пĕр-пĕрне тимлеме, каланă сăмаха илтме-туйма пĕлместпĕр-и эпир? Юрий Михайловичăн тепĕр ыратăвĕ - чăвашсем кĕске турталлă пулни. Литература илеме туйма вĕрентет, çав хушăрах Константин Иванова тивĕçлипе хаклама пĕлменнисем те тĕл пулаççĕ иккен. «Эп Ивановран ăслăрах тесе гений çине сурасси те, кутран тапасси те ним те мар», - чунтан пăшăрханчĕ Юрий Артемьев. Анчах та кам сурать - çав «сĕмсĕрсен» ятне-шывне уççăн палăртмарĕ паллă критик. Кашни хăйĕн шухăш-туйăмне, тĕнчекурăмне пĕр шикленмесĕр хыпарламалли ирĕклĕ самана мар-и халь? Анлăрах шутласан тата: «Нарспи» авторĕн çÿллĕшне, темĕнле тапаçлансан та, никам та «сурса» çитереймĕ. Тепĕр енчен, классикăн пултарулăхне хытса ларнă канонран хăтăлса тĕрлĕ енчен хакласа тĕплĕнрех тишкерес тенинче мĕн япăххи пур? Юрий Артемьев тилмĕрнĕ пек Константин Иванова Турă вырăнне хурса пурăннипе малалла аталанайăпăр-и эпир? Çапах та ку тĕлĕшпе «çавра сĕтел» пĕрпĕтĕмĕшле шухăш патне пырса тухрĕ тухрех: Константин Иванов гений, çавăнпа тавлаштарать те, калаçтарать те. Малашне те çаплах пулĕ.
Римма ПРОКОПЬЕВА