Комментировать

17 Дек, 2015

Конвертри шалу пенсисĕр хăварĕ

«Конвертри шалу» - хальхи саманара анлă сарăлнă ăнлав. Вăл - ĕçлекен çын документра алă пусмасăр илекен укçа. Унăн виçине ниçта та палăртмаççĕ. Кунашкал шалу илекенсене малашлăхра мĕн кĕтет? Çак лару-тăрура çыннăн тивĕçлĕ канăва тухсан пĕчĕк пенсипе çырлахма тивет. Ĕçлекен çын вăй хунă хушăрах саккунпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ соцпулăшупа усă кураймасть, отпускра туллин канаймасть, ача пособине те алла тытса кураймасть... Унсăр пуçне шалăва официаллă майпа илменнисем ипотека кредичĕпе те усă кураймаççĕ. Тĕрĕссипе, ку списокăн вĕçĕ-хĕрри çук. Анчах тĕрлĕ фирма-предприяти ертÿçисем, шел те, çакна ăнланмаççĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.