Комментировать

17 Дек, 2015

Отпуск вырăнне - Тав çырăвĕ

Куйбышеври çар чаçĕнчен тухнă пуйăс ăçталла чашлаттарнине салтак аттине тин кăна тăхăннă яшсем çанталăкран çеç тавçăрайнă. "Кăнтăралла каятпăр пулас..." - ăшша сиссе пăшăлтатнă географие тĕшмĕртнисем. Ăçта илсе çитерессе вĕсене никам та пĕлтермен. Ташкентра чарăннă хыççăн вакунра ларса пынă Аслă Елчĕк каччи Сергей Бобин юлташĕсене çапла каланă: "Курăр акă, ыран Термез пулать. Киле çыру ярса ĕлкĕрĕр". Ăçтан пĕлет-ха вăл ăна? Узбекистанри çав хулара çар бази вырнаçнине те, унтан салтаксене Афганистана ăсатнине те... Сергейăн юлташĕ, пĕр парта хушшинче ларнă Анатолий Патшин, шăпах çавăнта çарта тăраканскер, çырса кăтартнă иккен. Чăнах та, тепĕр кунхине салтаксене Термезра анма приказ панă. Ансăр сукмакпа утнă май çакăнта, йĕри-тавра хăйăр тĕмленсе выртакан çĕрте, çар чаçĕ вырнаçма пултарасса вĕсем шухăшлама та пултарайман. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.