Комментировать

1 Дек, 2015

Ултавçăн сăмахĕ çепĕç те серепи тарăн...

Ку ыйтăва пĕр хутчен кăна хускатман. Апла пулин те унăн çивĕчлĕхĕ чакмасть. Хальхинче те ЧР ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн, "К" уйрăмĕн ертÿçисем тата министерствăн психологĕсем çын пурлăхне хапсăнса тунă преступленисем çинчен сăмах пуçарчĕç.

Малта та, кайра та мар

Республикăра пурăнакан пин çын пуçне çакăн йышши 80 преступлени тивет пулин те Чăваш Ен Атăлçи округĕнче малтисен шутĕнче тесе калаймăн. Уголовлă шырав управленийĕн пуçлăхĕ Павел Чесанов полковник цифра пĕлтерĕшĕ танлаштарура палăрнине пĕлтерсе кÿршĕ регионсенчи лару-турăпа та паллаштарчĕ. "Чĕмпĕр облаçĕнче - 58, Саратов тăрăхĕнче - 66, Чулхула облаçĕнче - 81, Мари Элре - 133, Киров облаçĕнче 164 преступлени шута илнĕ", - пĕлтерчĕ полковник.

Пакунлисем палăртнă тăрăх - ултавçăсем республикăри кашни районтах "йĕр" хăвараççĕ. Çапах та пысăк хуласенче вĕсем хăйсене тарăн кÿлле лекнĕ çăрттан евĕрех туяççĕ ахăртнех. Халăх йышлă пурăнакан ял-хулара ултавçăсен серепине лекекенсем те йышлăрах. Шупашкарта акă кăçалхи вунă уйăхра 562 преступлени тупса палăртнă. Çĕнĕ Шупашкарта - 138, Улатăрта - 26, Канашра 11 тĕслĕх шута илнĕ. Ялсенче 74 факт, вĕсенчен 13-шĕ - Патăрьел районĕнче. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.