“Анне –юрлама, атте пăта çапма вĕрентрĕ”
Алина КУДРЯВЦЕВА - «Нарспи» мюзиклта Нарспи сăнарне калăпланă виçĕ артисткăран пĕри. Вăл Патăрьел районĕнчи Тури Тăрмăш ялĕнче кун çути курнă. Юрăç пулма мĕн ачаран ĕмĕтленнĕскер Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче ятарлă пĕлÿ илнĕ. Паян вăл - «Çеçпĕл» ушкăн солистки. Константин Иванов çулталăкĕ уншăн та питĕ пĕлтерĕшлине шута илсе Ÿвилĕмсĕр поэтăмăра халалласа ирттернĕ литература уявĕсенче вăл Сергей Жигулинпа «Нарспи» мюзиклти «Çуркунне» сыпăка юрлатьJ Алинăна «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне чĕнтĕмĕр.
- «Нарспи» поэмăна тишкерсе çырман ăсчах юлмарĕ ахăр. Сăвăçсемпе çыравçăсем те хаçат-журналта хăйсен шухăшне уççăн пĕлтерчĕç. Пĕрисем Нарспие ырлаççĕ, хÿтĕлеççĕ, унăн юратăвне ăнланма тăрăшаççĕ, теприсем сивлеççĕ, çын вĕлерекен теççĕ. Иккĕленместĕп: «Нарспи» поэма килес ăрусене те тавлаштарса калаçтарĕ-ха. Çапах шухăша шурă хут çине шăрçаласси Нарспи сăнарне сцена çине тухса хăв чуну витĕр кăларса калăпласси мар. Нарспи мĕн туйнине, еплерех юратнине, мĕнлерех асапланнине куракана ĕнентерме пĕлмелле. Артист ал тупанĕ çинчи пекех - кашни хусканăвĕ, мĕн пур сасă чĕтренĕвĕ курăмлă. Çак роле шансан чĕрÿнти туйăмсен тинĕсĕ еплерех хумханчĕ?
- Тарăннăн шухăшласан, кашни пулăм пирĕн кун-çулта сехетрен сехете, кунран куна, уйăхран уйăха, çулталăкран çулталăка ерипен куçса çырăнса пырать. Сцена çинче Нарспи шăпине икĕ сехет çурăра калăпламалла. Унпа мĕн пулса иртни çинчен шухăшлатăн та мĕн пур туйăм пĕр самантрах темиçе хут вăйланать, хĕрÿлĕхпе тулать. Мюзиклăн пĕрремĕш пайĕнче Нарспи - пиçсе çитнĕ хĕр. Вăл ашшĕ-амăшĕн юратăвне туйса ÿсет, хĕр кун-çулĕпе киленет, пĕрремĕш черчен туйăма шанса чĕринче ачаш юратăва чечек евĕр çурăлма ирĕк парать. Пĕр сăмахпа, Нарспи телейлĕ. Нумай та вăхăт иртмест - Нарспи ашшĕ-амăшĕ пуянлăха хапсăнса хĕре Тăхтамана качча парса мăшăрĕн çуртне ирĕксĕрлесе ăсатать. Унтан 15 минутлăх тăхтав. Кайран сцена çинче Нарспи трагедине кăтартмалла. Мĕншĕн тесен иккĕмĕш пайĕнче Нарспи асар-писер туйăмсен вутĕнче çунать. Асаплану кăвайтĕнче хĕмленекенскер мăшăрĕн килĕнче хăйпе хăй хирĕçет, канăçсăрланать, иккĕленет, ун шухăшĕсем арпашăнаççĕ. Тăхтамана вĕлернĕ хыççăн Сетнерпе вăрманта тĕл пулнă Нарспи каллех черчен чунлă, ачаш, çунатлă. Тин çеç лăпланнă пекчĕ вăл - вăрă-хурах ашшĕ-амăшне вĕлерет. Сетнер ĕмĕрлĕхе куçне хупать. Каллех туйăмсен чарăнми чашкăрăвĕ. Мюзикл вĕçĕнче Нарспи инçет сенкерлĕхре çухалса ирĕлет. Сцена çинче икĕ сехет çурăра ман чунра пин тĕрлĕ туйăм вылянать, пĕрре вĕçĕ-хĕррисĕр савăнăçпа тулатăп, тепре хурлăхпа асапланатăп. Кашни пулăм, хускану, сăмах чуна çил-тăвăл евĕр силлет, чун савăтне пĕр тултарать, пĕр пушатать. Мюзикл хыççăн темиçе кун пурнăçа таврăнса тăна кĕреттĕм, çĕнĕрен чĕрĕлеттĕм. Ара, сăнара пуçĕпех путса Нарспи пурнăçне хам кун-çулпа пĕрлештернĕ хыççăн малтанласа чунра тĕллевсĕрлĕх хуçаланатчĕ, чĕре тунсăхпа тата ыратупа тулатчĕ. Юрă концерчĕсенчен киле савăнăçпа таврăнатăп пулсан, мюзикл хыççăн кил алăкне пусăрăнчăк кăмăлпа уçса кĕреттĕм. Малалла вулас...