Комментировать

Кино курма юратман çын çук та пулĕ. Пирĕн вара, чăвашсен, хамăр çинчен ÿкернĕ, тăван халăх йăли-йĕркипе, культурипе, пурнăçĕпе çыхăннă пахалăхлă картинăсене пăхас килет. Чÿк уйăхĕн 16-21-мĕ­шĕсенче Шупашкарта кĕрлесе иртнĕ Пĕтĕм чăвашсен «Асам» пĕрремĕш кинофестивалĕ шăпах халăх ыйтăвне тивĕçтерес тĕл­лев лартнă. Унсăр пуçне кино­искусствăри пултаруллă çын­сене тупса палăртасшăн, чă­­ваш киностудийĕсен ĕçĕсене ха­лăхра сарасшăн. Фестиваль вă­хăтĕнче кĕске тата тулли мет­ражлă илемлĕ, документлă тата анимаци фильмĕсене кăтартрĕç. Киносеанссем кăна мар, пресс-кон­ференцисем те, пултарулăх, ăсталăх класĕсем те йĕркелерĕç.

«Киремет кати» - кĕвĕпе

Чăваш Енри киноискусствăна чунпа парăннă çынсем çакнашкал мероприятие миçе çул кĕтнĕ-ши? Паянхи кино энтузиастсем çинче тытăнса тăни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Нухрата йăлтах хăйĕн кĕсйинчен кăларма тивнĕрен пахалăхлă фильм хатĕрлеме йывăртарах. Кино ĕçĕпе кăсăкланакан пирĕн республикăра та сахал мар-ха. Пĕлтĕр вĕсем пĕр чăмăра пухăнчĕç - ЧР Кинематографистсен союзне йĕркелерĕç. Общество организацийĕ хăйĕн умне пысăк тĕллевсем лартать. Чăваш Енре хальччен пулман «Асам» йĕркеленни те «тинех пăр тапранчĕ» тенине пĕлтерчĕ.

Фестиваль уçăлнă кун культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова залра пухăннисене саламланă май Раççей киноискусствине аталантарас ĕçре Чăваш Ен çыннисем те тÿпе хывнине палăртнă. Çĕршыври паллă режиссерсемпе актерсем Александр Хван, Николай Мордвинов, Петр Вильяминов, Станислав Садальский, Анатолий Гущин тата ыттисем пирĕн патра йăл илсе ÿснĕ. «Асам» çĕнĕ ятсем уçасса шаннине каланă. Малалла вулас...

Алина ИЗМАН
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.