Вăхăта Михаил Сироткинпа тĕрĕслеттĕмĕр
Вăхăт ытла та хăвăрт иртет-çке. Тин кăна çара уран чупса çÿреттĕмĕр. Эпĕ Тăвай районĕнчи Тенеяльте çуралса ÿсрĕм. Вăрçă вăхăчĕ питĕ йывăр килчĕ. Атте 1941 çулхи çурла уйăхĕнче вăрçа хăй ирĕкĕпе тухса кайнă. Эпĕ ун чухне çулталăк та вун пĕр уйăхра пулнă. Атте, Николай Ахтимиров, вăрçăран таврăнаймарĕ. Питĕ кĕтрĕмĕр ăна. Эпир, виçĕ ачи, ун пек пулма тăрăшрăмăр. Атте çулĕпе утас килетчĕ. 1946 çулта пĕрремĕш класра вĕренме пуçларăм. Вăрçăран тин çеç таврăннă çĕнтерÿçĕ салтак Иван Николаев тăрăшса пĕлÿ паратчĕ. Пуçламăш класрах пире Чăваш Республикин Гимнне юрлама вĕрентрĕ. Хăех купăс калатчĕ. Класран класа куçса пырса вăтам шкултан вĕренсе тухнине сисмерĕмĕр те. Маншăн вĕренме ăçта каясси ачаранах паллă пулнă. Атте пек учительре ĕçлеме ĕмĕтленнĕ эпĕ. «Ку ашшĕ пек вĕрентекен пулать ĕнтĕ», - тетчĕç ял çыннисем те ман çинчен.
Пĕррехинче, çулла, улттăмĕш класра вĕренекенскерсем хăваласа тытмалла вылярăмăр. Урампа палламан çынсем иртсе пыратчĕç. Пирĕн ял пысăках мар. 105 кил тетчĕç. Пĕчĕк çак ялта 40 учитель пулнă, вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçленĕ. Çулла ялта пурăннă. Тăван кĕтес туртнах ĕнтĕ хăй патне. Çак çынсем эпир вылякан вырăнта чарăнса тăчĕç. Пĕри ман çине тĕллесе çапла каларĕ: «Ку ашшĕ пек учитель пулĕ, аспирантурăра вĕренĕ». Эпĕ çавăн чухне аспирантура сăмаха илтрĕм те асра тытса пурăнтăм. Малалла вулас...