«Ан кулян эс, ан кулян ватлăх пăхнăшăн куçран...»
Пулас пенси пирки çамрăклах шухăшламалла-ши?
Пенси тытăмĕн ыйтăвĕ паян пурне те хумхантарать: влаçрисене те, пулас пенсионерсене те, ватлăх укçипе пурнăçа сыпăнтаркаласа пыракансене те. Пĕрремĕшĕсене бюджетра нухрат çитменнипе 2016 çулта граждансене пенси тÿлемешкĕн çăлкуç тупасси канăçсăрлантарать, иккĕмĕшĕсене - тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕме хăпартас тата пулас пенси валли хывакан нухрата çитес çул "шăнтса лартас" пирки сăмах-юмах çÿрени, виççĕмĕшĕсене - пенси укçине 2016 çулта кăçалхи инфляци шайне кура индексацилес теменни.
Çынсен шăпине самантрах, ĕçлĕ хутсене чăр-чар алă пусса татса паракансем чиновниксем валли çырнă саккунсемпе пурăнаççĕ: шалăвĕ пысăккине кура ватлăхĕ ват тутиллĕ пулас çук, çăмăллăхĕсем те сахал мар.
Ахаль йышши халăхăн ĕнсе хыçмашкăн сăлтав пурах...
Взнос тарифĕ улшăнмасть, пухăнакан пая "шăнтаççĕ"
Çакă паллă: пенси валли куçаракан страховани взносĕсен ставкине правительство 2018 çулччен халичченхи пекех хăварма йышăннă: ватăсене тÿлемешкĕн, социаллă ыйтусене татса памашкăн ĕçпе тивĕçтерекенсем хăйсем патĕнче вăй хуракансемшĕн шалăвĕсене кура малтанхи виçепех укçа куçараççĕ. Кун пек чухне вĕсен налук тиевĕ йывăрланмасть паллах, анчах бюджета хушма укçа та пырса кĕмест. Çакнашкал лару-тăрура социаллă обязательствăсене пурнăçламашкăн хушма мерăсем йышăнма тивет те ĕнтĕ. Апла-тăк асăннă тытăмра улшăнусене кĕтсех тăмалла.
Çитес çул пенсисене çулталăк пуçламăшĕнче 4 процент индексацилеме палăртнă, кĕркунне тепĕр хут ÿстерме шантараççĕ, анчах мĕн чухлине хальлĕхе уçăмлатман: çакă бюджетăн хушма тупăшĕсемпе çыхăннă. Финансистсен шухăшĕпе - индексацин кашни проценчĕ 70 млрд тенке ларать. Хысна тупăшĕ пуян пулсан 2015 çулхи инфляци /12 процент палăртнă/ шайне çитерме пултараççĕ. Сăмах май, Росстат çирĕплетнĕ тăрăх - ку кăтарту юпа уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлнех 11,5 процентпа танлашнă ĕнтĕ. Малалла вулас...