Комментировать

20 Ноя, 2015

Авари сахалрах пулин те çул çÿресси хăрушă мар теме иртерех-ха

Кăçалхи 10 уйăхра республика территорийĕнче 1339 аварие шута илнĕ - пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 16: сахалрах. Çав инкексенче 174 çын вилнĕ - ку кăтарту та, аварисенче суранланнисен шучĕ те иртнĕ çулхинчен самай пĕчĕкленнĕ. Çавна май ЧР ШĔМĕн Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕн Владимир РОМАНОВĂН кăмăллă пулма сăлтав пур пек. Çапах Владимир Геннадьевич ăнăçлă çак ĕçпе çырлахасшăн мар, мĕншĕн тесен пăшăрхантаракан самантсем çав-çавах пур.

Ÿсĕр - килте лар!

Чăваш Енри çул çÿрев хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă цифрăсем Раççей, Атăлçи округĕн вăтам кăтартăвĕсемпе шайлаштарсан та аванрах. Пĕр вăхăт республикăра ÿсĕр водительсем тунă аварисем нумайланнăччĕ, халĕ вĕсен шучĕ те 6: пĕчĕкленнĕ. Руль умне ÿсĕрле ларакансене пурпĕр каçарма çук - кăçал вĕсен айăпĕпе 41 çын пурнăçĕ татăлнă, 216-ăн аманнă. Пĕтĕмĕшле илсен те инспекторсем тытса чарнă ÿсĕрсен йышĕ самаях, 12: ытла, чакнă.

Çакăнта управлени пуçлăхĕ чи малтанах саккун хаярланнин витĕмне курать. Ÿсĕрле иккĕмĕш хут тытсан халь уголовлă майпа айăплаççĕ вĕт. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса эрех ĕçсе çула тухнисем тĕлĕшпе 175 уголовлă ĕç пуçарма ĕлкĕрнĕ. Чăн та, судсем унашкал çынсемпе питĕ хаяр темешкĕн чĕлхе çаврăнмасть. В.Романов палăртнă тăрăх - хальлĕхе пĕр çынна та ирĕклĕхсĕр хăварман-ха. Пурне те тенĕ пекех обязательнăй майпа ĕçлеттермелли приговорсем палăртнă.

Паллах, ПАИ ÿсĕрсемпе кĕрешес енĕпе çине тăрса ĕçленин усси пысăккине палăртмалла. Шупашкартан инспекторсен ушкăнĕсене çине-çинех районсене яраççĕ. Пакунлисем кану кунĕсене пăхмасăр рейдсене тухаççĕ. Шупашкарсем вăл е ку районта пулмассерен унта ÿсĕр водительсене тупса палăртаççĕ. Тепĕр енчен, çакă профилактика енĕпе те аван. Шупашкарсем килнине пĕлсен çав районсенче ÿсĕрсем руль умне ларасран сыхланаççĕ. Мĕншĕн тесен пĕлеççĕ: тĕп хула инспекторĕсем эрех шăршине каçармаççĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.