Комментировать

19 Ноя, 2015

“Мана ДРАна ăсатаççĕ”

Ывăлĕ кĕске çырура мĕн пирки çырнине амăшĕ тÿрех тавçăрнă

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче амă­шĕсем ывăлĕсене салтака ăсатнă чухне халь­хинчен те ытларах шикленнĕ. Лăпка-лăпка ÿстернĕ тĕпренчĕкне вăрçа камăн ярас килтĕр-ха? Ун чухне çĕршывра лару-тăру йывăр пулнă, Афганистан çĕрĕ çинче юн тăкăннă.

Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Чакă ялĕнче пурăнакан Петр Арсентьев салтака кайнă чухне ăçта лекессине пĕлмен-ха. Ун чухне çамрăк пулнă, ăна-кăна питех чухламан. Чăваш каччи Чĕмпĕрте автослесаре вĕренсе пĕтермесĕрех салтак атти тăхăннă. Амăшĕн ачисенчен чи аслине çара ăсатнă чухне чунĕ ниме те сисмен. Ырра шанса, каялла тĕрĕс-тĕкел таврăнма пилленĕ вăл ывăлне çула кăларса янă май. Нина Петровнăпа мăшăрĕ çемье çавăрсан Турă ача парасса чылай кĕтнĕ. Çул хыççăн çул хыçа юлнă - пÿртре ача сасси янăраман. Çичĕ çултан çеç аист Арсентьевсен килне ывăл илсе килнĕ. Унтан Нина Петровна тепĕр виçĕ ачана кун çути кăтартнă.

Петр Арсентьевич Афганистан пирки аса илме юратмасть. Ытла та тарăн суран хăварнă вăл унăн пурнăçĕнче. Арçынсем макăрмаççĕ теççĕ. Анчах чуна йывăр чул пусарсан, пыра йÿçĕ чăмакка пухăнсан куç епле ан шывлантăр-ха? Ют çĕр çинче ĕмĕрлĕхе выртса юлнă юлташĕсем халĕ те куç умĕнчех тăраççĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.