Комментировать

12 Ноя, 2015

“Ротăра çуррине яхăнăшĕ чăвашчĕ”

Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Чакăра çуралнă Олег Токмаков ÿссе каччă пулнă вăхăтра пирĕн çĕршыв çарĕн салтакĕсем Чечня вăрçинче юн тăкнă. 1995 çулта шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, шăпах Çимĕк уявĕнче, ун патне çара каймашкăн повестка килнĕ - тăван килпе ыранах сыв пуллашмалла. Питĕ васкавлă кайма тивнĕрен чăваш йăлипе салтак чупма та ĕлкĕреймен Олег, Çимĕке пухăннă тăванĕсемпе кĕрекене кăна ларайнă.

Чечня

Малтанах - Аçтăрхана, унтан учебкăна Ростов облаçне илсе кайнă. Шалти çара лекнĕ салтакăн ăçта кăна çитме тÿр килмен-ши? Калмăк Республикинчи чаçре службăра тăнă хыççăн, 1996 çулхи нарăс уйăхĕнче, çул Чечняна выртнă. Раççей ШĔМĕн шалти çарĕсен 101-мĕш ятарлă бригади унти йĕркелĕхе тытса тăнă. Олег шăпах çавăнта лекнĕ. Вертолет 5594-мĕш çар чаçĕн салтакĕсене Грознăя илсе çитернĕ.

«Хам ирĕкпех кайрăм, хистесе никама та илсе кайман. Пирĕн тивĕç - тиевпе пĕрле каяссиччĕ, объектсене хураллассиччĕ. Ун чухне 18-та пулнăскер хăрама пĕлнĕ-ши? Тăхлан хăлха çумĕнченех шăхăрса иртнине шута та хуман темелле. Тăхлансăр вăрçă та вăрçă мар. Çĕртме пуçламăшĕн пĕр кунĕнче пирĕн ротăри 5 салтак фугас çинче сирпĕнсе кайнине раципе пĕлтерчĕç. Эпир ун чухне Моздока тиев ăсатма кайнăччĕ. Шупашкар каччи Сергей Карамаликов пурнăçран уйрăлчĕ, Ваня Соломенцев /вăл та Шупашкартан/ аманчĕ. Пирĕн ротăра, унта малтанах 116-ăн пултăмăр, çуррине яхăнăшĕ чăвашчĕ. Шĕкĕр Турра, эпĕ аманман, контузи илмен, чÿк уйăхĕнче тĕрĕс-тĕкелех таврăнтăм», - çапла кĕскен кăна каларĕ Олег салтакри пурнăçĕ çинчен. Çапла, арçынсем нумай калаçма юратмаççĕ. Пушшех те, чун тĕпĕнчине уçса парасшăн мар. Мăшăрĕ Наталия Николаевна палăртнă тăрăх, вăл малтанах йĕркеллĕ çывăрайман та, вăрçă тискерлĕхĕ ăна тĕлĕкре курăннă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.