Комментировать

11 Ноя, 2015

Малтанхи утăмсем йывăр пулнă...

Хусана 1919 çулхи çурла уйăхĕнче чăвашсем пурăнакан уессенчен лавсем çине тиенсе делегатсем йышлăн пуçтарăнаççĕ. Çутĕç тата культура ĕçченĕсен Пĕтĕм Раççейри I сCезчĕн делегачĕсен умĕнче Наркомнац ертÿçи Д.Эльмен доклад тăвать. Вăл юлашки вăхăтра чăвашла кĕнекесем кăларас ĕç самай вăйланса пынине пĕлтерет. Делегатсем хавхаланса кайса Чăваш кĕнеке издательстви йĕркелеме, ун çумĕнче Тĕп куçару комиссийĕ туса хума йышăнаççĕ.

Тимлĕ вулакан çакăнта тÿртенех ыйтма пултарать: мĕншĕн-ха эсир иртсе кайнă юбилее халĕ паллă тăватăр? Кунта çакна палăртса хăвармалла: пăтрашуллă та йывăр тапхăрта тĕрлĕ сћездсемпе аслă пухусем пуçтарса кĕрлесси, пурнăçлама май килмен тĕллевсем палăртасси йăлана кĕрсе каять. Издательство йĕркелес пиркиех, сăмахран, 1919 çулхи нарăс уйăхĕнче Хусанта, чăваш коммунисчĕсен сћездĕнче те йышăну кăлараççĕ. Çав çулах Шупашкарта Советсен I сћездĕнче: «Шупашкарта пĕр тăхтаса тăмасăр хăватлă типографи уçмаллла, Чăваш кĕнеке издательстви йĕркелесе ун ĕçне çĕклемелле», - тесе палăртнă.

Анчах хут çине çырнипех, сасăласа алă çĕкленипех ĕç малалла каймасть. Çук, питех тухмаççĕ чăваш кĕнекисем, хаçат-журналсене те вулакансем кĕтсе илеймеççĕ-ха. Тепĕр пилĕк кунтан, чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Советсен II с<езчĕ уçăлать. Унта Центриздатăн уйрăмне - Чăваш патшалăх издательствине - уçма йышăнаççĕ, ку учрежденин çак кунтанах ĕçлесе каймалла тесе хыттăнах калаççĕ. Каярахпа çак куна издательствăн «çуралнă кунĕ» тесе палăртма пуçлаççĕ.

Чăваш автономи об­лаçне йĕркеленĕ хыççăнхи хĕрÿ кунсенче кĕнеке, хаçат-журнал кăларас ĕçе ревком председателĕ Д.Эльмен хăй хастар хутшăнать, нумай чухне тÿрремĕнех ертсе пырать. «Пирĕн ума пысăк йывăрлăхсем тухса тăчĕç, аппаратра ĕçлекенсем те çук, пурлăх енчен те эпир çав тери хавшак. Хутла аван пĕлекен хастар çынсем тем пекех кирлĕ пире», - пĕрре мар палăртнă Даниил Семенович. Граждан вăрçи вăхăтĕнче хут кăларас ĕç капашсăр япăхса кайнă пулнă. Сарăхнă начар хута та план йĕркипе валеçнĕ. Пичетлемелли машинкăсем çитменнипе текстсене алă вĕççĕн çырса якатнă хыççăн тÿрех набора ăсатма тивнĕ. Полиграфи базине хăвăртрах туса хурас тĕллевпе Хусантан Наркомнацра ĕçлекен А.Быковпа Н.Фомина чĕнсе илеççĕ. Мускавран тата Ленинградран тĕрлĕ оборудовани, шрифтсем ыйтса яраççĕ, вĕсене Тĕрлемес станцийĕнче пушатса лавсемпе Куславкка пристаньне илсе çитереççĕ, унтан пăрахутпа Шупашкара турттараççĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.