Комментировать

21 Окт, 2015

Вакцина профилактики ‐ шанчăклă мел

Грипп хăрушлăхне сиресси хамăртан килет

Çитĕннĕ çынсене грипран иммунизацилемешкĕн «Совигрипп» вакцинине иртнĕ эрнере республикăна 260 пин ытла доза кÿрсе килнĕ. Ачасене профилактикăлама август уйăхĕнчех пуçланă - «Гриппол плюсăн» 103 пин дозине туяннă. Çакăн çинчен республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли грипран вакцина профилактики тунин эффективлăхĕн ыйтăвĕсемпе йĕркеленĕ пресс-конференцире ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ Наиля Зинетуллина пĕлтерчĕ.

Специалист çирĕплетнĕ тăрăх - грипп тата ОРВИ декабрь уйăхĕн çурринче уйрăмах анлăн сарăлма пултарас теветкеллĕх пур. Çавна май регионсене асăннă тапхăрччен халăха грипран иммунизацилесе пĕтерме хушнă. Чăваш Енре ку ĕçе ноябрь уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Эпидеми лару-тăрăвне социаллăх тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ шайра тытса тăмашкăн республикăра пурăнакансен 30 процентне е 363 пин çынна прививка тумалла. Хальхи вăхăтра 83 пин ачана /планпа палăртнин 80 проценчĕ/ тата 22 пин çитĕннĕ çынна /9 процент/ профилактикăланă. Обязательнăй вакцинацие ултă уйăхран иртнĕ ачасем, ясли-садике тата шкула çÿрекенсем, студентсем, медицина тата вĕренÿ учрежденийĕсенче, общество транспортĕнче ĕçлекенсем тивĕçеççĕ. Иртнĕ çултанпа перечене анлăлатнă, унта çире пур хĕрарăмсене, 60 çултан иртнисене, призыв йĕркипе çар службине каймашкăн хатĕрленекенсене, чĕрепе юн тымарĕсен е сывлав органĕсен вăраха кайнă чирĕсемпе нушаланакансене, япаласен ылмашăвĕ пăсăлнипе çыхăннă амак пуррисене, кĕлетке виçи ытлашши ÿссе кайнисене кĕртнĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.